30.07.22 г Паян "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет пайташӗсем туслӑ ушкӑнпа ҫул сӳреве тухса килчӗҫ. "Анлӑ Атӑл ытамӗнче" ятпа иртнӗ ҫул ҫӳреве интереслӗ маршрутпа ирттертӗмӗр. Чи малтанах Каршлӑхри арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗнче пултӑмӑр. Кунта Георгий атте кӑсӑклӑ экскурси ирттерчӗ. Мӑнастир пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Эпир кунти храмсенчи турӑшсем умне ҫуртасем лартрӑмӑр, манахсен апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхрӑмӑр. Георгий атте пире кӗлӗ сӑмахӗсем ҫырнӑ турӑшсем те парнелесе ячӗ. Мӑнастир настоятельне Феодосий аттене экскурси йӗркелсе панӑшӑн тав турӑмӑр, кучченеҫсем хӑвӑртӑмӑр. Хырлӑхри илемпе киленсе, мӑнастирти лӑпкӑлӑхпа шайлашулӑха чунпа туйса илтӗмӗр, ырӑ шухӑшсемпе малалла хамӑрӑн маршрутпа кайрӑмӑр. "Браво" страус ферминче вара пачах урӑхла лару-тӑру. Кунта страуссем мӑнаҫлӑн ярӑнса утаҫҫӗ, павлинсем те чӑвашла калаҫнине илтсен уҫӑ сассипе хуравлаҫҫӗ. Ытти тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗке, Ҫӗпӗр пакшисене те сӑнарӑмӑр. Ҫут ҫанталӑкра пӗтӗмпех шайлашуллӑ, кашнин хӑйӗн вырӑнӗ пулнине лайӑх асӑрхарӑмӑр. Страуссем, уйрӑмах амисем, лӑпкӑлӑха килӗштереҫҫӗ иккен, пуҫне ҫӗр ҫумне тытсан вара вӗсем 5 ҫухрӑм инҫетри сасса та туяҫҫӗ. Хальлӗхе фермӑра страуссен шутне ӳстерессипе тимлеҫҫӗ. Ильинка ҫӗрӗ ҫинче ӳсекен 369 ҫулти юман вара хӑйӗн тӗллевне туллин пурнӑҫлать - ҫулла ун патӗнчен ҫын татӑлмасть. Эпир те унӑн мӑнаҫлӑхне курса, вӑйне туйса илтӗмӗр. Вулӑ тавра 5 м 70 см пулни пире юман тавра карталанса утма та ҫитрӗ. Чӑваш енри шыв сикки патне чи вӑйлӑ хӗрарӑмсем анса хӑпарчӗҫ. Малтанхи каҫ вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑран шыв сикки патне ҫитмелли ҫул та якалсах ларнӑ. Анса хӑпарма питӗ кансӗр пулчӗ (республикӑри пӗртен-пӗр шыв сикки тесе мухтанса калаҫакансем сахал мар, анчах кунта тирпей-илем, хӑт кӗртмелли уҫҫӑнах курӑнать!). Шыв сикки Атӑл ҫыранӗнчех. Кунти пӗчӗк уҫланкӑра анлӑ Атăл ҫинчен сӑвӑсем вуларӑмӑр, юрӑсем юрларӑмӑр. ЧНК Муркаш районӗнчи пайташӗсем тӑрӑшнӑран, эпир Атӑл пулинчен пӗҫернӗ техӗмлӗ шӳрпе те ҫирӗмӗр. Чунпа кантӑмӑр, пирӗн ресрубликӑри илемлӗ хӑш-пӗр вырӑнпа паллашрӑмӑр паян. Муркаш ҫӗрӗ ҫинче вӑй-хӑват илнӗ хыҫҫӑн ӗҫ планӗпе палӑртса хунӑ малаллахи ӗҫсене те пӗрле ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫласса иккӗленместпӗр. Николаева Н.Н.3

Теги других блогов: туризм экскурсии Чӑвашетӗ